Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сар кун тӗнчин шевли

(Анатолий Розов ӳнерҫӗ ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май)

«Тепӗр хут калас тетӗп сан ӗҫӳсем пирки: мӗн чухлӗ ытларах пӑхатӑн вӗсем ҫине — ытларах та ытларах ӑнланма пуҫлатӑн. Пултаратӑн. Тав сана», — ҫырнӑ Г.И.Исаев (14.10.1997). Геннадий Ильич чӑваш наци юхӑмӗнче чи тиркевлӗ, критикӑллӑ шухӑшлавҫӑччӗ. Шурра шурӑ тетчӗ, хурана — хура. Чӑвашра критика — йывӑр сӑмах. Куҫ хыҫӗнче мар — куҫран калатчӗ ватӑ хӑй мӗн шутланине. Ҫавӑнпа Розовӑн «Халал кӗнекинчи» (ҫапла ят панӑччӗ Анатолий Сидорович мастерскойӗнчи хӑна кӗнекине, килен-каяна вӑл асӑнмалӑх мӗн те пулин ҫырса хӑварма ыйтатчӗ) аслӑ юлташӑмӑрӑн шухӑшӗ пӗлтерӗшлӗ туйӑнчӗ.

Анатолий Розов вӑрттӑнлӑх пулнине ҫирӗплетме мӑшӑрӗ Марина каланине те илсе парам (Розов хӗрӗх кунне аса илсе ирттернӗ каҫ): «Ҫынсем ҫапла калаҫҫӗ: «Ой, эпир кун пеккисене юратмастпӑр. Пире вӑрмансем кирлӗ, тусем кирлӗ, юханшывсем кирлӗ...» Малтан чӑнах та ӑнланмастӑмччӗ. Сӑнаса пӑхсассӑн — ӳкерчӗкӗсенче асамлӑх пур. Сӑнаса пӑхмалла. Ахаль ним те курӑнмасть. Кунта киҫтӗкпе сӑрӑ тӗкнӗ пек туйӑнать, унта тӗкнӗ пек туйӑнать».

Анатолий Сидоровичпа эпӗ 1993 ҫулта ун выставкинче паллашрӑм. Юлташлантӑмӑр. Аудиоархива итлетӗп те — вилес умӗн нумаях пулмасть вӑл мана: «Санпа калаҫмасан кампа калаҫас», — тени чуна ӑшӑтать. Ҫынна пӗлме пӗр пӑт тӑвар ҫисе ямалла теҫҫӗ. Ахаль калаҫман эпир унпа. Тӗпчевлӗн калаҫнӑ. Чӑнлӑх шыранӑ. Розов вӑртӑнне епле ӑнланнине эп вулаканӗсем патне ҫитерме тӑрӑшнӑ.

Иван Перовӑн «Мӗншӗн?» радио кӑларӑмӗнче пӗр хӗрарӑм Розова вӑл тӑхӑр хут авланнипе телекуравра мухтанса ларнӑшӑн персе пӑрахмалла тенӗччӗ.

Розовӑн чӑн тупсӑмӗ вӑл тӑхӑр хут авланнинче мар тетӗп. Чӑваш халӑхӗ валли вӑл пин-пин ӳкерчӗк хӑварса панӑ. Вӗсенче шырамалла Розов вӑрттӑнӗн тупсӑмне. Анатолий Сидорович ахаль ҫын пулманнине, вӑл хӑйӗн миссине парӑнса ӗҫленине эпӗ яланах туйнӑ. Юлташӑмӑр пиртен ӗмӗрлӗхе уйрӑлса кайсан вӑл ҫӗр ҫине мӗн тума килни татах уҫӑмланчӗ.

«Таратӑп Сарӑ кун ҫӗрне», — тет Иосиф Дмитриев «Суккӑрланса юлсан...» йӗркепе пуҫланакан ятсӑр сӑвӑра.

...Таратӑп Сарӑ кун ҫӗрне,

Кӗмӗл шӑнкӑравсем янӑракан ҫӗре.

Унта кашни йывӑҫ турачӗ хӑй сассипе юрлать.

Кашни тумлам тӗнче кӳлли пулать.

Пӗр курӑк тунинче пӗтӗм тӗнчемӗрӗн пуласлӑхӗ вырнаҫнӑ,

Пӗр ҫулҫӑ лаппинче Этемлӗхӗн шӑпи хӑйӗн йӗрне хӑварнӑ.

Унта эс калаҫатӑн чи ҫывӑх ҫынсемпе,

Унта чӗлхемӗр ытлашши пек туйӑнмасть,

Курни-илтни те суяна куҫмасть.

Тарма кӑна мар — Сар кун ҫӗрӗнчен Ҫӗр ҫине килме те пулать. Килмелле те. Поэтсен килмелле (Розов чунӗпе чӑн-чӑн поэт пулнӑ). Килмелле те — кайнисене таврӑнма вырӑн хатӗрлемелле. Мартин Хайдеггер «Поэт вара мӗн-ма?» ятлӑ ӗҫӗнче кун пирки ак мӗн тет: «Хӑраман, теветкеллӗ ҫын пурнӑҫ (бытие) инкекне усса ҫавӑрать. Ун пек ҫын вӑл — юрӑҫ. Услам илме юрламаҫҫӗ вӗсем, хӑйсен юррине ирӗксӗрлесе йышӑнтармаҫҫӗ. Вӗсен юррине тӗнчен шалти талккӑшӗ хутшӑнать. Анчах ун пек юрлама калама ҫук йывӑр. Чӗререн тухмалла ун пек юрӑ. Ҫитменнине тата юрӑҫӑн пурнӑҫӗ те хӑй юрлакан юрӑ пек пулмалла. Вӗсем ахаль сывлӑшпа сывламаҫҫӗ — ҫӳл тӗнче сывлӑшӗпе сывлаҫҫӗ. Вӗсен юрри те — ахаль юрӑ мар. Вӗсен юрри — аслӑ тӗнче варринчен килекен варкӑш. Ҫак варкӑш-юрӑ пире тулаш тӗнчерен шалти тӗнче еннелле ҫавӑрать. Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫийӗн юхакан ҫавӑн пек сӑвӑ-юрӑ Ҫӗр чӑмӑрне тасатать, сӑваплӑ тӑвать». Нимӗҫ философӗ ҫавӑн пек ҫавӑрса калама, йывӑр шухӑш-кӑмӑла палӑртма Райнер Мария Рильке сӑмахӗсемпе усӑ курать: «Тулаш тӗнче талккӑшне шалти тӗнче талккӑшӗпе танлаштараймӑн. Шалти тӗнче вӗҫсӗр, вӗҫӗмсӗр. Кайнисен тата анчах тӗнчене килмеллисен чунӗсем эпир шухӑш-ӗмӗтпе ҫавӑрнӑ вырӑнтан кӑмӑллӑрах хӳтӗ тупас ҫук».

«Живопиҫ вӑл — юрӑ», — ҫырнӑ А.С.Розов кун кӗнекинче (1997, ҫу, 10). «Тӗспе ӳкерни мӗн вӑл? Пӗлӗтпе, ҫӗрпе, йывӑҫсемпе, ҫынсемпе пӗрле пӗр юрӑ юрлани» (1992, раштав, 13).

Анатолий Сидорович юрринче (пултарӑвӗнче) Сар кун тӗнчин ахрӑмне, варкӑшне, шевлине сисекенсем пулнӑ-ши тесе эпӗ «Халал кӗнекине» тишкертӗм.

«Чуна мӗн «кисретрӗ»? «Вӑйӑ карти», «Ҫӑл умӗнчи анне», «Киров кӗперӗ», «Автопортрет»... Пурне те каласа тухаймӑн. Эсир пурнӑҫа мӗнле тарӑн курма пӗлни тӗлӗнтерет. Пӗр пӑхсан, эсир ӑслӑ, тепре сӑнасан, пит туйӑма хаклатӑр. Аван! аван! аван! Ҫӑтмах кӗтесӗ кунта. Сӑрӑ чӗлхине пӗлекен Анатолий Сидорович умӗнче пуҫа таяс килет» (Валерий Алексеев, 30.04.96).

«Ҫут ҫанталӑкӑн шалтан тапса тӑракан вӑрттӑн тӗсне туртса кӑларса эпир те курмалӑх ӳкерсе панишӗн тавтапуҫ. Ҫав ҫутӑ халӗ пирте те пур ӗнтӗ, ҫавӑнпа та эпир те ҫут ҫанталӑкпа ҫывӑхлантӑмӑр» (Михаил Сунтал, 27.06.02).

«Тӗлӗнмелле юмах, чӑн-чӑн пурнӑҫ тата никам курман пуласлӑх. Тӗлӗнмелле, тӗлӗнмелле, тӗлӗнмелле» (Нина Изедеркина,14.10.2001).

«Сан пултарулӑх шайӗ пирӗнтен пӗр ӗмӗр маларах пырать тесе каласшӑн. Санӑн ӗҫсене пӑхсан ӗлӗкхи чӑваш тӗнчин ҫутӑ саманчӗсене куратӑп» (Юрий Матросов, 1994.01.18).

«Кашни картинӑра космос. Хушмалли те, чакармалли те ҫук...» (Николай Мордяков, 1993, авӑн).

«Сирӗн илемлӗ тӗспе ӳкернӗ ӗҫсем ман чуна ҫав тери ҫывӑх. Ӑшра канлӗх, ачалӑхра вырнаҫнӑ аса илӳсем, туйӑмсем, курӑмсем ҫӗкленеҫҫӗ. Чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ, чӑвашлӑха пӗчӗкрен хӑнӑхнӑ ача тӗнчене кунран кун ӑнланса пырать. Амӑшӗ каҫсерен ӗне сунӑ сас, ашшӗ лаша тӑварни, ҫав вӑхӑтра ашшӗпе амӑшӗ ыранхи кун ҫинчен майӗпен васкамасӑр калаҫни: «Ялти лавккана сатин килнӗ теҫҫӗ, ҫав шӑпӑрлансене кӗпелӗх кирлӗ, илмелле пуль», «паян кун усӑллӑ иртрӗ, ыран та тур пулӑштӑр...» Тем ҫинчен те тупӑнать сӑмах сӑпайлӑ чӑваш ҫыннисен килте. Пӗчӗк шӑпӑрлан хӑй те пӗлмест ҫав кун, ҫак самант ун чунне яланлӑхах вырнаҫнине. Ӳссе пынӑ май урӑх савӑнӑҫ. Пӗрремӗш хут амӑшӗпе ҫум ҫумлани, утӑ ҫулни, каҫхи сулхӑнра ывӑннӑ хыҫҫӑн алӑк умӗнче шурӑ хурӑн ҫулҫисен шӑпӑр-шӑпӑр сассине тӑнласа ытарлӑн канса ларни. Мӗнле лайӑх вӑхӑт. Мӗнле ытар! Юхан шыв сасси, каҫсерен хут купӑс янрани. Ирхи, урана кӑтӑклакан шӑрҫа сывлӑм! Мӗн чухлӗ туйӑм вырнаҫма пултарать чӑваш ачин чунне.

Сирӗн ӳкерчӗксем ҫине пӑхсан ҫав ачалӑхра, тӑван килти ырлӑх ҫӗнӗрен ҫӗкленсе ҫуралать. Эп сасартӑк ӑнланса илтӗм: манра кӑна мар иккен - кашни ҫынра ҫав туйӑм пур. Эсир хӑвӑр пултарулӑхпа, ӑнланупа тата темле асамлӑ вӑйпа ҫав ӑшри асран кайми ырлӑха тӗссемпе пирӗнпе калаҫатӑр. Тӗлӗнмелле пулин те эпир ӑнланатпӑр. Эп хама ҫӗнӗрен ҫуралнӑ пек туяп. Сирӗн пултарулӑх мана тӗлӗнтерет, савӑнтарать, ҫав вӑхӑтрах нихҫан иртми тунсӑха пӑлхатать» (Мария Радова, 04.03.1995).

«Эсир — Тӑрвашран, эсир — космосран. Ӳкерчӗксем сирӗн космос вӑйӗллӗ. Ҫавӑнпа вара вӗсене алла илсен вӗсем ҫӳлелле хӑпартаҫҫӗ. Энерги космосран параҫҫӗ. Космоса вӗҫсе каяр. Часрах вӗҫсе ҫитер пирӗштисем патне! Ҫак шухӑшсем килчӗҫ сирӗн мастерскойӗнче, ытла та хӑватлӑ, илемлӗ ӳкерчӗксен хушшинче, вӑй паракан ӳкерчӗксем таврашӗнче» (Ольга Тимофеева, 19.11.93).

«Эс — гениллӗ художник, ноосферӑпа ҫыхӑннӑ, вун тӑхӑр ӗмӗр пурӑнакан шур сухаллӑ ҫамрӑк чӑваш. Уҫлӑх вӑйӗ, чунӗ санра» (Георгий Фомиряков, 1999).

«Тӗлӗнмелле хӑватлӑ та асамлӑ ӳкерчӗксем. Кашни хӑйне май юрланать. Чуна тыткӑнлать. Ӳнерҫӗн чунӗ кашни ӳкерчӗкрех хӗвел пек ҫуталса курӑнать, хӑй тӗнчине йыхӑрать. Ҫав тӗнчене кӗме пӗлсессӗн унтан тухас та килмест» (Анатолий Хум, 2000).

«Санӑн хушамату — Кӗрен, эс халӑх асӑмне кӗрен. Кун пирки иккӗленӳ ҫук, мӗншӗн тесен санӑн пӗтӗм пултарӑву тӗнче культури халӗччен пухнӑ культурӑпа, чӑвашлӑх туйӑмӗпе, хӑвӑн иксӗлми пуян чунупа хутшӑнтарса, эсӗ хӑвна кура кӑна тивӗҫлӗ ӳнерлӗх тӑватӑн, чӑн чӑвашлӑх ячӗпе ӗҫлетӗн. Эпӗ ӗненетӗп: сан яту тӗнче тавра темиҫе пин хут ҫаврӑм тусан та яланах Чӑваш ҫӗр-шывӗнче хӑйӗн тӑванлӑхне, несӗлӗхне тупӗ, ӗмӗрлӗхе ылтӑнпа ҫырса хӑварӗ - ҫак ҫӗр сана ҫуратнӑ, ҫын тунӑ, ҫунат панӑ. Эсӗ ҫак чӑваш умӗнче мӗн чухлӗ парӑмлӑ, санӑн пултарӑву та ҫавӑн пекех таврӑнуллӑ, халӑхлӑ» (Василий Эктел, 21.11.93).

«Сирӗн мастерскойра пулнӑ хыҫҫӑн «ҫӑтмах кӗтесӗ» мӗн иккенне пӗлтӗмӗр» (Айгульпа Рустам (Дагестан), 02.09.99).

Юрий Яковлев
«Хыпар», 2013, юпа, 12


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-10-16 20:11:28 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4354 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем